Сĕнтĕрпуç шкулĕнче вĕрентекенĕсем,
вĕренекенĕсем, ял çыннисем ака уйăхĕн
24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхе кунне, Раççей
Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин
Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă
«Пĕтĕм Чăваш диктанчĕ – 2024» акцие
хаваспах хутшăнчĕç. Çемен Элкер
çырни тăрăх йĕркеленĕ «Чăваш вăрманĕ» текста кăмăлласа çырчĕç. Сăмахран каласан
, çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче паллă çыравçăн 125 çулхи юбилейне уявлатпăр.
Чăваш тумлă
пуçламăш класра вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем алла-аллăн тытăнса вăйă
карти туса юрларĕç, хаваслă чăваш вăййисене выляса киленчĕç. Хаваслă
вăйă-кулă чăваш халăхĕн ырă йăла-йĕркин тымарĕ татăлманнине кăтартрĕ.