Паян,ака уйӑхӗн
26-мӗшӗнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул
ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи
кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрӗ.Кӑҫалхи текста Юхма Мишшин «Ҫутлӑх
паттӑрӗ» хайлав тӑрӑх хатӗрленӗ. . Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне
ÿстересси.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцине Сĕнтĕрпуҫ шкулĕнче вĕренекенсем
те хастар хутшăнчĕҫ.Диктанта ҫырса пĕтерсен вĕренекенсем И.Я.Яковлев ҫутта
кăлараканăн ятне яланах асра тытмалли пирки калаҫрĕҫ. Ҫутлăх паттăрĕ тăван халăхĕн чĕлхине юратнине,унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнине те палăртрĕҫ.