Иван
Яковлев чăвашсен илемлĕ литературине аталанма çул уçса парас тесе ырми-канми
ĕçленĕ. Унăн ăса вĕрентекен пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулать. Аслă
Вĕрентекенĕмĕрĕн илемлӗ хайлавӗсене вуласан ачасем ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен
хисеплеме, ватлӑха уяма, лайӑхрах пӑхма, тимлӗх уйӑрма вӗренеҫҫӗ. Хайлавсем
ачасен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ..
Сĕнтĕрпуçĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ
паракан тӗп шкулта 1-8 класра вӗренекенсем Яковлев калавӗсене вуларӗҫ.
Вĕсем тăрăх ӳкерчĕксем турĕç. Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури»,
«Автан», «Кашкăрпа сурăх путекки», «Кулачă», «Лаша шырани» , «Чакак»,
«Сармантей», «Тилĕпе тăрна» калавсем килĕшрĕç. Вĕренекенсем ăсчахăмăрăн
калавĕсем пурте лайăха тата ырра çеç вĕрентнине палăртрĕç.