«Культурăллă шăматкун» акцие хутшăнчĕ

«Культурăллă шăматкун» акцие хутшăнчĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуç тĕп культура Çурчĕ пĕтĕм Раççейри «Культурăллă шăматкун» акцие хутшăнчĕ.

Чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă-юрăлла, вăйă – ташăлла уявсене упраса хăварас тесе, чăваш халăх историйĕпе интереслентерес тата çамрăк ăрăва халахăмарăн чи илемлĕ, чи паха йĕркисемпе пăхса ӳстерес тесе, вăйă сăвви-юррисем урлă ачасене илемлĕ сăнарсемпе паллаштарас тĕллевпе, хитрене курма вĕрентсе «Ача-пăча вăййисем» фольклор уявĕ иртерчĕ. Уява Сĕнтĕрпуç шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.

Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕн ертӳçи Соловьева Г.В. ачасене малтанах асанне арчипе паллаштарчĕ. Çак арчара мĕнле япаласем упрани çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн ачасене тĕрлĕрен вăйăсем вылятарчĕ: «Ылтăн алăкла», «Сик, сик кĕтесле», «Çăпаталла», «Анюкпа Ванюкла». Уяв «Карçинкара чечек нумай» вăйăлла юрăна вĕреннипе вĕçленчĕ. Вăйасем вылянă хыççăн шкул ачисем пылак çимĕçсемпе хăналанчĕç.


Фотогалерея