Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихăçан иксĕлми ăç-тăн çăлкуçĕ, хаклăран та хаклă тупри тата наци хăйневĕрлĕхĕн тĕрекĕ. Çак çăлкуçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр.
Аслă Вĕрентекĕмĕр çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕң тăван халăхăмăр Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Тӑван чӗлхе—тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр. Аннен кӑкӑр сӗчĕпе пӗрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сасси пирӗн хӑлхана чӑвашла сăпка юрри илсе çитерет.
Сĕнтĕрпуç пĕтĕмĕшле пĕлӳ паркан шкулти кĕçĕн класри ачасем те çак уява сумлăн паллă турĕç.
Чи малтанах Ларионова О.Л. тата Тихонова Н.П. вĕрентекенсем ачасене уяв çинчен каласа пачĕç. Ольга Леонидовна çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли пулнине, ăна сыхласа упрас, пуянлатас ĕçе манмалли маррине каласа хăварчĕ.
Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас мар тесе, ачасем патне Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕ çумĕнчи «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Соловьева Г.В. килсе çитрĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле вăл вăйă картине тăчĕ. Вăйă картинче ачасем чăвашла ташларĕç, юрларĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, тупмалли юмахсем çине хуравсем пачĕç. Ачасене уйрăмах «Ят пĕлмелле», « Сар Иван», «Амăшĕпе чĕпписем тата çăхан» вăйăсем килĕшрĕç.
Вăйă вĕçĕнче ачасем: «Чӑваш ҫӗршывӗнче пурăнакан кашни ҫыннӑн чӑваш чӗлхине пӗлмелле, вӗренмелле, хисеплемелле, упрама тӑрӑшмалла. Шкулта-и, урамра-и - ҫак ҫепӗҫ те илемлĕ чӗлхепе пирӗн, ачасен те ҫамрӑксен те, калаçма вӑтанмалла мар», - тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.