И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен

И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен

Ака уйăхĕн  19-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуç шкулĕнче  чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа  вĕренекенсем И.Я. Яковлева хатĕрленĕ кĕнекесен выставкине пăхрĕç, чăваш  халăх  культурипе , кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. «И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен» ятлă калаçу ирттерчĕç.

     Иван Яковлевича, чăваш тĕнчине çутта кăлараканне палламан çын çук ĕнтĕ. И. Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тăпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература  хаклавçи.  

      И.Я Яковлев кĕнекисене пурте  вулама юратаççĕ.Букварь тунă чухне Яковлев хăйĕн алфавичĕпе тата фольклор пĕлĕвĕсемпе усă курать. И. Яковлев çырнă илемлĕ хайлавсене вуласа парсан ачасем ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкрен хисеплеме, ватлăха уяма, лайăхрах пăхма, тимлĕх уйăрма вĕренеççĕ 

  Калаçу вĕçĕнче ачасем:  «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн , çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.