Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрет. Вăл çак ушкăнри пĕртен - пĕр чĕрĕ чĕлхе. Чăвашсен мăн аслашшĕсем хурăнташ халăхсенчен икĕ пин çул каялла уйрăлса кайнă та Вăтам Атăл тăрăхне килсе вырнаçнă. Хурăнташ халăхсенчен уйрăм пурăннине кура чăваш чĕлхинче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ.Тĕрĕк халăхĕсен чĕлхинче пĕрпеклĕх те чылай. Пуринчен ытла вĕсене чĕлхе,тум,апат-çимĕç,йăла-йĕрке пĕрлештерет.
Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхе сумĕ ÿссех пырать. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Ку диктанта Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп шкулта вĕренекенсем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ пулин те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акцие хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 13 вĕренекен диктант çырма кăмăл турĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Соловьев Никита, 8-мĕш класра вĕренекен Родионова Мария,Нестерова Оля, 7-мĕш класра вĕренекен Демьянова Аня,Никонорова Анна диктант çырса питĕ лайăх паллă илме пултарчĕç. Акцие хутшăнакансене чăваш чунлă пулнишĕн чун-чĕререн саламлатпăр.