И.Я.Яковлев калавĕсемпе лартнă сценкăсен конкурсĕ

 Иван Яковлевич Яковлев ачасем валли калӑпӑшӗпе пысӑках мар калавсемпе юмахсем ҫырнӑ. Вӗсем пурте мӗне те пулин вӗрентеҫҫӗ. Пӗрисем - чӑнлӑха, теприсем - ӗҫе юратма, виҫҫӗмӗшсемсем - ҫынна хисеплеме,туслӑ пурӑнма .
Сӗнтӗрпуҫ  шкулӗнче 1-8  классенче  вӗренекенсем хушшинче  И. Я. Яковлев калавěсем тăрăх  лартнӑ сценкӑсен конкурсӗ иртрӗ. 2-3- мӗш класра вӗренекенсем  «Шӑрчӑкпа кӑткӑсем», 7-мӗш  класра вӗренекенсем «Ватӑпа ҁамрӑксем» калавсенчи сӑнарсене витӗмлӗ уҫса пама  пултарчӗҫ.Вӗсем выляни пур ачан кӑмӑлне те кайрӗ. Пурнӑҁра ӗҁчен,туслӑ,ырӑ кӑмӑллӑ пулас пирки пӗтӗмлетӳ  турӗҁ.
9-мӗш классенче вӗренекенсем те айккинче юлмарӗҁ. Вӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцине хутшӑнчӗҁ. А.Артемьев хайлавӗнчи сыпӑка ҁырчӗҁ,тӑван чӗлхе илемне туйма пултарчӗҁ.

Фотоотчет