Раҫҫейре 2017 ҫула экологи ҫулӗ тесе пӗлтернӗ пулсан Чӑваш Республикинче ку ҫул - Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ. Ҫемьери килӗшӳлӗх, ӑшпиллӗх нимӗнрен малтан амӑшӗпе ашшӗнчен килет.Ҫакӑ ачасене те тӳрӗ кӑмӑллӑ,ӗҫчен те типтерлӗ ӳсме витӗм кӳрет.
Туслӑ та ҫирӗп ҫемье кӑна кирек епле йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерме пултарать. Ырӑ амӑшӗпе ашшӗ ачасемшӗн паха тӗслӗх.
Раштав уйăхĕн 7 – мĕшĕнче Сӗнтӗрпуҫӗнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта Ашшӗ-амӑшне тата экологи ҫулталӑкне халалланӑ чаплӑ уяв ирттерчӗҫ. Ачасен ашшӗ-амăшĕсемпе пĕрле асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те пухăнчĕç шкула. Уяв ӗҫчен те хастар, пултаруллӑ сӑпайлӑ, килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене чысланинчен пуҫланчӗ. Тӗслӗх илмелли ҫемьесем пирӗн тӑрӑхра нумай иккен. Районти вӗрентӱ тата çамрӑксемпе ӗçлекен пайeн информаципе методика центӑрӗн пуcлӑхӗ Людмила Алексеевна Явгаева тата Сӗнтӗрпуç ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗ Ринаида Пантелеймоновна Белова ашшӗ - амӑшӗсене çулталӑка тивӗçлӗ ирттерсе янӑ ятпа cаламларӗç.
«Пултаруллă çемье» ятне Турханкасси салинче пурăнакан Андреевсен çемйи, « Туслăха упракан çемье» ятне Малти Чиперуй ялĕнчи Ильинсен çемйи, «Спортпа туслă çемье» ятне Сĕнтĕрпуçĕнче пурăнакан Михайловсен çемйи, «Ĕçчен çемье» ятне Сĕнтĕрпуç ялĕнчи Демьяновсен çемйи, «Нумай вулакан» çемье ятне Чăрăшкассинчи Соловьевсен çемйи тивĕçрĕ. Ҫак хисеплӗ çемьесене ООО"СМАК-АГРО" ертӱçи Александр Николаевич Никаноров хисеп турӗ. Вӑлах асӑннӑ çемьесене хаклӑ парнепе чысларӗ. Палӑртса хӑварас килет: номинацисенче çӗнтернӗ çемьесенчен е ашшӗ, е амӑшӗ А.Н.Никаноров ертсе пыракан ООО «Нам ЭКО» хуçалӑхра вӑй хураççӗ. «Чăвашлăха упракан çемье» ятне Сĕңтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Беловсен çемйи, « Обществăра хастар çемье» ятне Сĕнтĕрпуçĕнчи Ларионовсен çемйи илме пултарчĕ. Вĕсене чыслаканĕ «Сĕнтĕр ен» ентешлĕх ертӳçи А.Г.Кузнецов пулчĕ. Андрей Геннадьевич çемьесене Шупашкар хулине кайса канма хаклӑ сертификатсем, ачисене батут центӑрӗнче канма билетсем пачӗ. «Тăрăшуллă çемье» ятне Турханкасси салинчи Колесниковсен çемйи, «Ыр кăмăллă çемье» ятне Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйи тивĕç пулчĕ. Ҫак хисеплĕ çемьесене Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ялхуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ В.В.Васильев хисеп турĕ. Ыр кӳрекенсем çак тăрăшуллă та хастар çемьесене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, асӑнмалӑх парнепе те савӑнтарчӗҫ.
Шкул ачисем уява хатӗрленсе тӗрлӗ стендсем йӗркеленӗ. «Анне-атте – пирӗн телей» стендра вӗренекенсем ашшӗ-амӑшӗн ӗҫне хисепленине, ҫемьере килӗштерсе пурӑннине хайлавӗсемпе ӳкерчӗкӗсенче кӑтартса пама пултарчӗҫ. Ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ӗҫленине, каннине, телейлӗ пулнине «Амӑшӗпе ашшӗ ҫулталӑкне» халалланӑ стендран пӗлме пулать.
Вĕренекенсем вара юратнă çыннисене юрă – ташăпа савăнтарчĕç, тĕрлĕрен сценкăсемпе шÿтсем лартрĕç, хăйсен амăшĕсем çинчен çырнă сăвăсене вуларĕç.
«Атте-анне! Çак çĕр çинче эсир пуртан эпир телейлĕ. Пире ура çине тĕрĕс- тĕкел тăратассишĕн ырми канми тăрăшнăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр. Пурнăç çулĕ сирĕн тикĕс пултăр, хуйхă- суйхă мĕн иккенне ан пĕлĕр, сывлăхлă пулăр», - терĕç ачасем юратнă ашшӗ- амăшĕсене уяв ячĕпе чун – чĕререн саламласа.