Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхи. Тӗрӗк чӗлхисем пӗрне-пӗри питӗ çывӑх. Хурӑнташ чӗлхесене тӗпчес шутпа Сӗнтӗрпуç шкулӗнче вӗренекенсем чӗлхе задачисем шутлама пуçтарӑнчӗç. Задача таврашӗ математикӑпа физикӑра кӑна мар, чӗлхе пӗлӗвӗнче те пулма пултарать.
Ачасем тутарпа чӑваш сӑмахӗсем тӱркилӗвне танлаштарса пӑхрӗç. Тутар сӑмахӗсене словарьпе усӑ курса чӑвашла куçарма та пултарчӗç.
Ҫармӑспа чӑваш сӑмахӗсене мӑшӑрлатса çырчӗç . Пирӗн чӗлхене çармӑсран килнӗ сӑмахсем урӑхларах илтӗннине палӑртрӗç. Пирӗн чӗлхе чӗкеç чӗлхи пек çепӗç пулнине вӗренекенсем мухтанса каларӗç.
Чи тавçӑруллисенчен 9-мӗш класра вӗренекен Андреева Аннӑпа Гаврилова Елена пулчӗç.