2016-мĕш çулĕнчи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта Альбина Юрату сăвăçа халалланă чаплă поэзи уявĕ пулса иртрĕ.
Альбина Юрату - чăвашсен паллă сăвăçи, публицисчĕ, 20 ытла кĕнеке авторĕ. Çепĕç чăваш чĕлхи урлă çут тĕнчене, çĕр- шыва, тăван чĕлхене юратма, тус-тантăша хисеплеме вĕрентет, çавăнпа та унăн сăввисене ачасем килĕштерсе вуласçĕ.
Чыслă хăнасене кĕтсе илме шкул ертӳçи Е.В. Матюшова тăрăшнипе классенче чăвашла «Класс кун-çулĕ», «Асăрханса пурăнар» стендсем турăмăр. Шкулта ĕçлекенсем шкула тата ытларах хăтлăх кӳртме тăрăшрĕç. Çак вырăнта çуралса ӳснĕ П.Е. Барабанов ӳкерӳçĕн выставкине те йĕркелерĕмĕр. Ал-ĕç ăсталăх кружокне çӳрекен ачасем илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме ĕлкĕрчĕç. Аслăрах класра вĕренекенсем сăвăç пултарулăхĕ пирки презентаци туса хатĕрлерĕç. Çак уява ирттерме ялти предпринимательсем Андрей Клементьевпа Петр Белов та пулăшрĕç.
Юратнă сăвăçа çăқăр – тăварпа, унăн сăввипе хайланă «Салам» юрăпа кĕтсе илтĕмĕр. Сăвă вулакансен конкурсне «Йăва» ача сатне çӳрекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Малти вырăнсене илемлĕ вуласа Е.Анкудинов, Р. Петров, А. Перлова тухма пултарчĕç. Кĕçĕн классем хушшинче 4-мĕш класра вĕренекен Д. Димитриев, 3-мĕш класра вĕренекен А.Демьянова, 2-мĕш класра вĕренекен М.Белова йышăнчĕç. Вăтам классем хушшинче 9-мĕш класра вĕренекен Д.Федотов, 7-мĕш класра вĕренекен А. Колесникова, 8-мĕш класра вĕренекен А.Андреева çĕнтерӳçĕсем пулса тăчĕç. Аслă ăрури çынсем хушшинче Г.В. Соловьева, Е.В. Матюшова, М.Н. Николаева çĕнтерчĕç. Жюри канашланă хушăра Сĕнтĕрпуç культура çурчĕ çумĕнчи «Ĕмĕт» ушкăн А. Юрату сăмахĕсемпе çырнă «Савнă аттене» юррипе савăнтарчĕ, А.Демьяновăпа А.Никонорова «Асанне» юрра юрласа пачĕç. Хăнасене саламлама «Сĕнтĕр» фольклор ушкăнĕ те килсе çитрĕ. Петр Белов Альбина Юратупа пĕрле çырнă юрра шăрантарчĕ. Альбина Юрату хăй сăввине вулани пурне те хумхантарчĕ. Эстрада çăлтăрĕсем Андрей Кузнецовпа Надежда Заводскова та чуна пырса тивмелле юрларĕç. Мала тухнисене юрăсен пуххин дискĕсене парнелерĕç.
Сăвă вулакансен конкурсне хутшăннă ачасене паллă сăвăç Альбина Юрату пурне те тав сăмахĕ каларĕ, асăнмалăх хăйĕн сăвă кĕнекисене тата юрăсен дискне парнелерĕ. «Сĕнтĕр ЕН» ентешлĕх ертӳçи А. Кузнецов мала тухнă ачасене «Йăва» чун илĕртмĕш центрне канма кайма дисконтлă картăсем пачĕ.
Уяв пурне те çав тери кăмăла кайрĕ.