Чӑваш чӗлхи эрни пуҁланчӗ

           Паян, ака уйахӗн 25- мӗшӗнче,  пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Сӗнтӗрпуҁ шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пуҁланчӗ. Тӗлӗнмелле илемлӗ уяв пулчӗ ку.  Линейкӑна  Чӑваш Гимнӗпе пуҁлани питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Унтан  вара Сӗнтӗрпуҁ  ялӗнчи  Культура ӗҁченӗсем 1- 4 классенче вӗренекенсемпе  «Вӑйӑра» музӑкӑпа литература композицийӗ ирттерчӗҁ. Пурте ҁав тери илемлӗ, чӑваш тумӗсемпе пулчӗҁ.   Чӑваш  халӑх юррисем, такмаксем  шӑранчӗҁ кунта. Асатте - асаннесем вылянӑ вӑйӑсем  ачасене ҁав тери килӗшрӗҁ, асамлӑ туйӑм ҁуратрӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем те айккинче юлмарӗҁ -- вӗсем  «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцине хутшӑнчӗҁ, викторина ыйтӑвӗсене хуравлама пуҁларӗҁ.