«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ

          Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акции иртрĕ. Йĕркелекенĕсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халаласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ йĕркеленĕ. Сĕнтĕрпуç  шкулĕнче   вĕренекенсемпе   вĕрентекенсем те диктант çырас ĕçе хутшăнчĕç.  Редькова И.И., Васильева  С.М., Петрова Н.И., Кудряшова К.В., Михайлова Н.Е., Степанова Р.Д.  хăйсене тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕç.  Диктант текстне Юрий Сементер поэт хатĕрленĕ.